|
|
|
Главная » 2016 » Апрель » 11 » «Чăн чăвашлăх манра упранать»
10:09 «Чăн чăвашлăх манра упранать» |
Ака уйăхĕн 8 – мĕшĕнче Анат Кăмаша ял вулавăшĕнче Юхма Мишши çыравçă 80 çул тултарнине халалласа «Чăн чăвашлăх манра упранать» кĕнеке выставки йĕркеленĕ Юхма Мишши (Ильин Михаил Игнатьевич) 1936 çулхи ака уйăхĕн 10 мĕшĕнче Чăваш Республикинчи Патăрьел районне кĕрекен Сăкáт ялĕнче çуралнă. Чáваш патшалăх педагогика институтĕнчен вĕренсе тухнă. Шкулта, хаçатра, кĕнеке издательствинче, краеведении музейĕнче ĕçленĕ. Чăваш халăх писателĕ, академик, прозаик, драматург, сăвăç, куçаруçă, юптаруçă, очерк ăсти. Чăваш Республикин тата Мари Эл Республикин культурăн тава тивĕçлĕĕçченĕ, удмуртсен Кузебай Герд ячĕллĕ преми лауреачĕ, тĕнчери информатизации академийĕн чăн членĕ.
Малтанхи кĕнеки-«Оксана повесть»-1962 çулта пичетленсе тухнă. Унтанпа вăл 200 кĕнеке ытла пичетлесе каларнă. Унăн хăйлавĕсене çĕр ытла чĕлхене куçарнă. «Телей кайăкĕ – шурă кайăк », «Чебоксарский богатырь» кĕнекесемшĕн ăна республикăри «Волжский богатырь»преми панă. «Кункăш-вилĕмсĕр кайăк » историллĕ романшăн Рассей Федерацийĕн писателĕсен Союзĕн премине, Тутарстан республикин «Туслăх-Дуслык-дружба» премине панă. Вăл Пĕтĕм Союзри «Земля и люди» литература конкурсĕн, «Ылтăн пучах» литература премийĕсен, А.Г.Николаев космонавт тата Митта Ваçлей ячĕпе хисепленекен премисен лауреачĕ. Вăлах Альберт Канаш ячĕпе хисепленекен премипе раççейри литература премийĕн, Пĕтĕм чăвашсен И.Я.Яковлев ячĕллĕ наци премийĕн лауреачĕ.
Юхма Мишши тăван халăхăн культурине аталантарассишĕн ырми-канми ĕçлекен çын. Вăл хăйĕн мĕнпур ĕçĕнче чăнлăха ялав туса ĕçлет. Çавăнпа унăн çитĕнĕвĕсем курăмлă та ĕнтĕ
|
Просмотров: 404 |
Добавил: vova_94
| Рейтинг: 0.0/0 |
|
|